Асăннă саккун республикăри волонтерсен юхăмне пулăшу парĕ.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра волонтерсене укçа-тенкĕ пулăшăвĕ паракан саккун вăя кĕнĕ.
Тÿрлетÿсене «Пушкăртстан Республикинчи ыркăмăллăх тата пархатарлăх (волонтерсен) ĕçĕ-хĕлĕсене патшалăх пулăшăвĕ» саккуна кĕртнĕ.
Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн‚ волонтерсен пурнăçĕпе сывлăхне сиен кÿнĕ пулсан‚ вĕсене пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе тивĕçтерĕç. Енчен те хăй ирĕкĕпе пулăшу кÿрекенĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлсан‚ укçа компенсацине унăн çемйи илĕ. Тÿлевсене республика бюджетĕнчен тÿлĕç. Вĕсен виçипе йĕркине регионти власть тытăмĕсем çирĕплетĕç.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайăн председателĕн Константин Толкачев сăмахĕсем тăрăх‚ волонтер юхăмĕ хăйне социаллă пулăшу инструменчĕ пек кăтартнă.
- Эпир республикăри волонтерсене хÿтĕлемелли майсене тата та шутласа кăларăпăр. Федераци шайĕнче те вĕсене пулăшу парасса шанатпăр‚ – тенĕ спикер.