Республикăри кашни районпа хулара ача-пăча автохулисем пулĕç.
«Хула хутлăхĕ» федераллă проект шайĕнче парксемпе скверсене тирпей-илем кĕртнĕ вăхăтра вĕсенче автохуласем тăвĕç. Вĕсене мĕнпур çул-йĕр паллисемпе тата светофорсемпе тивĕçтерĕç. Шкул кабинечĕсенче вара çул-йĕр правилисене вĕрентмелли интерактивлă хăмасем вырнаçтарĕç.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Зариф Байгускаров пĕлтернĕ тăрăх‚ çулсерен регионсене парксемпе скверсене тирпей-илем кĕртме федераллă бюджетран миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрса парĕç. Республикăра пурăнакан ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентес тĕллевпе малашне проектсене ача-пăча автохулисем йĕркелессине кĕртĕç.
- Çак сĕнĕве Радий Хабиров ырласа йышăнчĕ. Автохуласен пĕр пайне кăçал тăвĕç‚ ыттисене вара 2021 çулта йĕркелĕç‚ – тенĕ депутат.
Кăçал Салават‚ Зианчурпа Зилаир тата Федоровка районĕсенчи шкулсене кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтерĕç.
- Эпир ирттернĕ ыйтăм ачасемпе аслисем çул-йĕр правилисене начар пĕлнине кăтартрĕ. Вĕсене ача сачĕсемпе шкулсенче тата килĕсенче вĕрентмеççĕ. Шел‚ ашшĕ-амăшĕсем те хĕрлĕ çутă çуннă вăхăтра е каçма юраман вырăнта çул урлă чупса кайнипе ачисене начар тĕслĕх кăтартаççĕ. Çакă çул-йĕр инкекĕ патне илсе çитерет. Вĕсенче çын суранланма е вилме пултарать‚ – тесе палăртнă Зариф Байгускаров.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#городскаясреда