Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
29 Июля 2020, 08:03

Инкеке лекнисене пулăшар

Нихăçан та шутламан çакăн пек йĕркесем çырасса, анчах инкек пирĕн çемьене те пырса çитрĕ.

Нихăçан та шутламан çакăн пек йĕркесем çырасса, анчах инкек пирĕн çемьене те пырса çитрĕ. Июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Çĕньялта пурăнакан аппасен çурчĕ çунса кайрĕ. Тĕпĕ-йĕрĕпе, нимĕн те юлмарĕ. Вĕсен çемйи, аппа, вун пĕр çулхи ывăлĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, тăваттăри тата иккĕри мăнукĕсем, вут-çулăм алхаснă вăхăтра хăйсем çинче мĕн пулнă çав япаласемпе урама чупса тухма ĕлкĕрнĕ. Çак йĕркесене сÿрĕк мар (неравнодушный), урăх çын хуйхине ăнланма пултаракан çынсен ячĕпе çыратăп. Пирĕншĕн паянхи кун кирек мĕнле пулăшу та вырăнлă. Кĕркуннеччен пÿрт тăррине витесчĕ, чÿречесене лартасчĕ.
«Урал сасси» хаçата вулакансенчен те пулăшу ыйтасшăн. Камăн кăмăл тата май пур 5469 0600 2259 5380 Сбербанк картти çине укçа куçарма пултараççĕ. Çак картăна 8-964-955-05-93 телефонпа Светлана Владимировна Волкова ячĕпе çыхăнтарнă.
Валентина ХИСАМУТДИНОВА, йăмăкĕ.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас