«Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, республикăна килнисене пурне те, вĕсем унтан мĕнле майпа таврăннине пăхмасăрах (самолетпа-и, поездпа-и, хăйсен автомобилĕпе-и), COVID-19 вирус пуррипе çуккине тĕрĕслемелли тест тăвĕç. Штаб членĕсем ку кирлĕ мера тесе йышăннă. Мĕншĕн тесен курортсенче социаллă дистанцие пăхăнмаççĕ тата маскăсем те тăхăнса çÿремеççĕ. Унсăр пуçне хăш-пĕр хуласенче кăшăлвирус питĕрех те вăйлă сарăлакан вырăнсем те пур. Уйрăмах Сочи, Адлер, Анапа, Ялта, Алушта тата Евпатори хулинчен килнисене тĕплĕн тĕрĕслĕç.