Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Раççей Федерацинчи шкулсенче дистанциллĕ майпа пĕлÿ илесси пулмĕ – вĕрентÿ процесне унччен йăлана кĕнĕ йĕркепех туса пырĕç. Çакăн çинчен тунти кун иртнĕ брифингра çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов пĕлтернĕ.- Эпир мĕнпур шкулсене уçма хатĕрленетпĕр, йăлана кĕнĕ линейкăсем иртĕç. Дистанциллĕ майпа вĕренессине пăрахăçлама палăртатпăр, - тенĕ Çу тĕç министерствин ертÿçи.
Çавăн пекех вăл кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнче вĕрентÿ процесне йĕркеленĕ май, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене панă чухне усă курнă опытпа та тепĕр хут ĕçре усăланма тÿр килнине палăртнă.
Маларах Раççей шкулĕсенче кашни регионта мĕнле форматпа вĕрентессине август уйăхĕн 20-мĕшĕнче татса парасси çинчен пĕлтернĕччĕ.