Пушкăртстан кăçалхи çур çул хушшинче сахăр песукне экспорта 41,5 пин тонна ăсатнă. Укçана куçарсан çакă вăл 15,1 млн Америка долларĕпе танлашать. Иртнĕ çул вара ку вăхăт тĕлне ют çĕршывсене пылак тавара 5,1 пин тонна çеç сутнă (2,26 млн доллар).Сахăра ют çĕршывсене сакăр хут ытларах сутнин тĕп сăлтавĕ иртнĕ çул ăна ытла та нумай хатĕрленипе çыхăннă. Çакна республикăри аграри ведомстви те çирĕплетнĕ.
Экономистсем шутланă тăрăх, республикăра пурăнакансене çулталăкне 100 пин тонна сахăр кирлĕ. Çав вăхăтрах регионти çĕр ĕçченĕсем 2019 çулта сахăр кăшманне 48,2 пин гектар çинчен 1,8 млн тонна пухса илнĕ. Чĕр тавартан республикăри виçĕ сахăр завочĕ 200 пин тонна сахăр туса кăларнă.
Кăçалхи сезонра (2019 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи сентябрь уйăхĕ вĕçĕччен) Раççей тĕнче шайĕнче сахăра экспорта ярассипе çиччĕмĕш вырăна тухмалла. Маларах вăл иккĕмĕш теçеткере çеç пулнă. Пĕтĕмĕшле Раççей экспорта 1,8 млн тонна сахăр сутма пăлăртать. Сăмах май, сахăр сутассипе лидерсен шутĕнче Бразили çĕршывĕ шутланать. Кăçалхи сезонра вăл асăннă тавара 24 млн тонна экспорта яма хатĕррине пĕлтернĕ.