Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
29 Июля 2020, 09:05

Шыв çын пурнăçне хĕрхенмест

Иртнĕ эрнере республикăра шыва кĕнĕ чухне 15 çын путса вилнĕ. Июль уйăхĕнче чи нумай пурнăçран уйрăлнисен шучĕ шăрăх кунсенче, июль уйăхĕн 13-19-мĕшĕсенче, пулнă. Çакăн синчен ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче регионти Инкеклĕ лару-тару патшалăх комитечĕн ертÿçи Фарит Гумеров пĕлтернĕ

Иртнĕ эрнере республикăра шыва кĕнĕ чухне 15 çын путса вилнĕ. Июль уйăхĕнче чи нумай пурнăçран уйрăлнисен шучĕ шăрăх кунсенче, июль уйăхĕн 13-19-мĕшĕсенче, пулнă. Çакăн синчен ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче регионти Инкеклĕ лару-тару патшалăх комитечĕн ертÿçи Фарит Гумеров пĕлтернĕ.
« Тĕрлĕ ведомствăсем хушшинче йĕркеленĕ профилактика ĕçĕсем шывра путса вилекенсен шутне чакарма май пачĕç. Атăлçи федераллă округра Пушкăртстан, 100 пин çын пуçне путнисене илсен, 14 субъект хушшинче улттăмĕш вырăн йышăнать», - тенĕ Фарит Гумеров.
Çавăн пекех вăл иртнĕ çулсем тăрăх тунă статистикăна илсен, кăçалхи çул 2010 çула аса илтерме пултарасси çинчен пĕлтернĕ. Ун чухне те нормăран иртсе (аномальное) шăрăх кунсем тăнине сăнанă.
Июль уйăхĕ пуçланнăранпа малтанхи кунсенче кÿлĕ-пĕвесемпе юханшывсенче 40 çын путнă, каярах тата вăтăр пиллĕкĕн. Шывра путнисен 70 ытла проценчĕ - арçынсем. Инкеке лекнин тĕп сăлтавĕсем нормăран иртсе шăрăх кунсем тăни, алкоголь напитокĕ ĕçни, шыва кĕме палăртман, юраман вырăнсенче шыва кĕни тата аслисем ачасене сăнаса тăманни.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас