Пушкăртстана ÿпкесене искусствăлла вентиляци тумалли (ИВЛ) аппаратсен пĕрремĕш партийĕ‚ 100 штук‚ килсе çитнĕ. Вĕсене Мускаври «КРЭТ» АО туса кăларни паллă. Пĕтĕмĕшле республика 558‚6 млн тенкĕлĕх 300 аппарат туянма заказ тунă.
Республикăри Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ техникăн пĕрремĕш партийĕпе Ĕпхÿ районĕнчи Зубово ялĕ çывăхĕнче уçăлнă çĕнĕ инфекци госпитальне тивĕçтерĕç.
«КРЭТ» АО регионсемпе тунă контракта май уйăхĕнче пурнăçлама пăрахнă. Мĕншĕн тесен май уйăхĕн 9 тата 12-мĕшĕсенче Мускаври 50№ клиника тата Санкт-Петербургри Святой Георгий больницисенче «Авента-М» ИВЛ аппаратсемпе усă курнă чухне пушар тухнă. Вĕсенче шăпах çак сăлтава пула 6 çын вилнĕ.
Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Пушкăртстанри сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Ирина Кононова каланă тăрăх‚ аппаратсене вăхăтлăха туянма чарăннă. Вĕсем техника тĕрĕслевĕ иртнĕ.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#здравоохранение