Республикăри вăрман пушарĕсене асăрхаттарассипе тата вĕсене сÿнтересссипе ĕçлекен центр специалисчĕсене «DONCI Mavice Enterprise» маркăллă квадрокоптерсем уйăрса панă. Асăннă техникăна «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче «Вăрмансене упрасси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн туяннă.
ПР Вăрман хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ республика вертолет йышши пилотсăр вĕçекен тăватă сывлăш карапĕ – DJI Mavic 2 Enterprise квадрокоптер туяннă. Малашне центр ĕçченĕсем ĕçре çак вĕçев аппарачĕсемпе усă курĕç. Вăрман территорийĕсенче вут-çулăм тухнине тупса палăртма техникăна видеокамерăсемпе тата тепловизорсемпе тивĕçтернĕ.
- Халĕ эпир çутçанталăк пушарĕсене хăвăртрах тупса палăртма‚ вăрман çуннин калăпăшне хак пама‚ вут-çулăм юхăмне‚ çавăн пекех вăрман пушарне часрах сÿнтерме техникăпа хăш енчен пыма май пуррине пĕлетпĕр‚ – тенĕ республикăри вăрман пушарĕсене асăрхаттарассипе тата вĕсене сÿнтересссипе ĕçлекен центр директорĕ Айрат Юсупов.
Республикăри вăрман ведомстви çĕнĕ техника вăрман законодательствине пăсакансемпе тата саккуна пăсса вăрман касакансемпе кĕрешес ĕçре пулăшнине те палăртнă. Çывăх вăхăтра специалистсем çĕне вĕçев аппарачĕпе ĕçлемелли вĕрентÿ курсне иртĕç. Аппаратсемпе вăрман территорийĕсем вăйлă çунакан районсене тивĕçтерĕç.
Пушкăртстанра кăçал‚ апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 28-мĕшĕччен‚ вăрман фончĕн территорийĕнче 110 вăрман пушарĕ тухнине шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле вут-çулăм 1901 гектар вăрмана сăтăр тунă.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#экология