Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Августӑн 2020, 19:55

Кĕрхи культурăсен чи лайăх тухăçĕ - 44‚ 3 центнер

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#сельскоехозяствоЧекмагуш районĕнчи «Базы» СПК хуçалăхри кĕрхи тĕш тырăсем пысăк тухăç панă - гектартан 44‚3 центнер. Буздяк районĕнче çĕнĕ тухăç - 41‚4 ‚ Туймазă тăрăхĕнче 37‚6 центнерпа танлашнă.

Чекмагуш районĕнчи «Базы» СПК хуçалăхри кĕрхи тĕш тырăсем пысăк тухăç панă - гектартан 44‚3 центнер. Буздяк районĕнче çĕнĕ тухăç - 41‚4 ‚ Туймазă тăрăхĕнче 37‚6 центнерпа танлашнă.
- Технологисемпе‚ элитăллă вăрлăхсемпе тата им-çамсемпе усă курнă хуçалăхсем çеç çакăн пек пысăк тухăç илме пултарнă. Ставрополь тăрăхĕнче вăтамран тухăç пĕр гектартан 26 центнерпа танлашнă‚ Кубаньте - 50 центнер‚ – тесе палăртнă правительствăри оперативлă канашлура вице-премьер тата ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. Çавăн пекех министр тепĕр эрнере ведомство тухăç тата им-çампа элитăллă вăрлăхсен çыхăнăвĕ мĕнре пулнине кăтартса паракан статистикăна илсе пырассине пĕлтернĕ.
Кĕрхи культурăсем – пĕтĕмĕшле тырă продукцине пысăклатмалли тĕп запас тесе шутлаççĕ отрасль ертÿçисем. Çавăнпа малашлăхра кĕрхи культурăсен лаптăкне 500 пин гектара çитерме палăртаççĕ. Иртнĕ çул асăннă культурăсем 363 пин гектар йышăннă.
- Кĕрхи культурăсем сиенленме пултараççĕ. Çапах та технологисемпе тĕрĕс пĕлсе усă курсан сиен виçине пĕчĕклетме пулать. Хĕл кунĕсем вара ăшăпа палăрса тăраççĕ‚ – тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Кăçал регионти аграрисен уй-хирти пурлăха пухса илнĕ вăхăтра 1‚8 млн гектар тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене‚ 335 пин тонна çу паракан культурăсене‚ 30 пин гектар сахăр кăшманне пуçтарса илме тивет.
Норматив тăрăх‚ вырма вăхăчĕ 25 кунран ытла тăсăлмалла мар тенĕ Ял хуçалăх министерствин пуçлăхĕ. Анчах палăртнине пурнăçлама техника шутне ÿстермелле. Паянхи кун тĕлне тата 1200 комбайн туянмалла.
Çирĕм пилĕк районта çурхи культурăсене пуçтарма тытăннă. Вĕсен тухăçĕ пĕр гектартан 26 центнерпа (иртнĕ çул – 23‚5 ц/га) танлашать.
- Икĕ эрне çурă шăрăх кунсем тăчĕç. Вĕсем вырма ĕçне витĕм кÿчĕç. Çапах та та 2010 çулта пулса иртни хальхинче пурнăçланмарĕ. Им-çамсемпе элитăллă вăрлăхсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмарĕç. Халĕ пирĕн умра тепĕр çивĕч ыйту - çумăрсем çунипе тырă нÿрленни. Тухăçа сыхласа хăвармалла. Çак ĕçре пире лайăх техника пулăшĕ‚ – ăнлантарса панă Ильшат Фазрахманов.
- Ял çыннисене тăрăшулăхшăн пысăк тав. Кăçал агропромышленность комплексĕ экономика никĕсĕ пулса тăчĕ. Отрасль каялла чакмасть‚ малаллах аталанать. Эпир ăна пулăшу парăпăр‚ - тенĕ республика ертÿçи Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#сельскоехозяство
Читайте нас: