Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Августӑн 2020, 13:45

Халăхăн 60 процентне гриппран прививка тума палăртаççĕ

Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх, кĕркунне Пушкăртстанри 60% халăха гриппран прививка тума палăртаççĕ. Вакцинаци тÿлевсĕр пулать. Вакцинăна поликлиникăсене пуçласа сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çитерĕç. Сăмах 1 831 000 вакцина дози пирки пырать. Раççей Сывлăх сыхлав министерствине çак хисеп çумне тата 195 000 доза уйăрма ыйтса заявка панă.

Июль уйăхĕнче пневмококк инфекцинчен (пневмонирен) вакцинаци тума пуçланă. Пĕтĕмĕшле 50 пин çынна прививкăпа тивĕçтерĕç, паянхи кун тĕлне çак хисепĕн 9 процентне çеç пурнăçланă. Август уйăхĕн вĕçнелле ĕçе вĕçлеме палăртаççĕ.
- Грипп чирне кĕтсе илме хатĕр пулмалла, эпидеми анлă пуласса систереççĕ. Иртнĕ çул эпидеми декабрь уйăхĕн иккĕмĕш пайĕнче тата январь пуçламăшĕнче вăй илнĕччĕ. Чирлисене ушкăнлама пульницăсене те хатĕрлемелле, - тесе Радий Хабиров Сывлăх сыхлав министерствине хушу панă.
2019 çулта план тăрăх, Пушкăртстанри 45% халăха вакцинаци ирттернĕ. Вĕсен хушшинче 418 пин ача, 1,3 млн çула çитнĕ çынсем тата 2 пин йывăрлă хĕрарăм пулнă.
Вакцинаци иртме ачасем (ултă уйăхран пуçласа), вĕренекенсемпе студентсем, уйрăм профессипе тата должноçсемпе ĕçлекенсем, йывăрлă хĕрарăмсем, 60 çултан иртнĕ ватăсем, çар ретĕнче тăракан каччăсем, вăрах вăхăт ÿпке тата чĕре, метаболизм пăсăлнипе, самăрлăх (ожирение) чирĕпе аптракансем пултараççĕ.
Пушкăртстанри сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Ирина Кононова ăнлантарса панă тăрăх, вакцинаци сентябрь уйăхĕнче пуçланĕ. Грипп вирусĕн виçĕ штамĕ те çĕнĕ. Прививка тума хирĕçлевсем çук, уйрăм çынсен организмĕпе çыхăннисем çеç. Кăшăлвируса пула тĕнчере çивĕч социаллă инфекцисенчен вакцинаци ирттерме май пулман. Паллах, пневмококран тунă прививка пневмонипе чирлекенсен шутне чакармĕ. Анчах та ачасемпе ватă çынсене бактери инфекцийĕ тата вирус хутшăнни вилĕм патне илсе çитерессинчен сыхлĕ.
Читайте нас: