Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн 2020, 13:56

2,2 пин çемье газ кĕртме паракан сертификата илнĕ

Паянхи кун тĕлне газ кĕртме паракан сертификата патшалăх пулăшнипе республикăри 2,2 пин çемье илнĕ тесе пĕлтернĕ ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ленара Иванова.

Паянхи кун тĕлне газ кĕртме паракан сертификата патшалăх пулăшнипе республикăри 2,2 пин çемье илнĕ тесе пĕлтернĕ ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ленара Иванова.
Унăн сăмахĕсем тăрăх пурĕ 3,7 пин çемье çăмăллăх ыйтса заявлени çырнă. Вĕсенчен ытларах пайĕ нумай ачаллă çемьесем - 59%, сусăр çынсем - 32%, инвалид ача пуррисем - 8%, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннисемпе инвалидсем - 1%.
Читайте нас