Пушкăртстанри ача сачĕсенче вĕрентÿпе воспитани процесне пилĕк чĕлхепе йĕркеленĕ. Вырăс чĕлхипе - 217,5 пин, пушкăрт чĕлхипе - 23,3 пин, тутарла - 3,9 пин, чăвашла – 200, удмуртла - 100 ача калаçаççĕ.
Пĕтĕмĕшле республикипе 100 вырăна 115 ача тÿр килет. Ача садне çÿрекенсен чылайрах пайĕ (77%) çын шучĕпе тулли группăсенче воспитани илет. Ытларах те çак ыйту хуласенче çивĕч тăрать: Ĕпхуре 100 вырăна 149 ача тÿр килет, Пелепейре – 156, Туймазăра – 140, Баймакра -138.
Республикăри ача сачĕсен ушкăнĕсене вăтамран 26 ача (хуласенче -28, ялсенче – 22, Ĕпхуре – 32 ача) çÿрет.
2019 çулта ача сачĕсенче 19,8 пин çын ĕçленĕ, вĕсенчен 14,9 пинĕшĕ – вопитательсем.