Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн 2020, 13:48

Этем шăпи - вĕлереççĕ тата касса ваклаççĕ

Раççейри регионсенче вĕлернĕ çынсене касса вакланă тĕслĕхсене шута илсе пĕтĕмлетÿ тунă.Тĕлĕнмелле те, Пушкăртстан çак хăрушă та тискер пулăмпа списокра пĕрремĕш субъект шутланать.

Раççейри регионсенче вĕлернĕ çынсене касса вакланă тĕслĕхсене шута илсе пĕтĕмлетÿ тунă.Тĕлĕнмелле те, Пушкăртстан çак хăрушă та тискер пулăмпа списокра пĕрремĕш субъект шутланать. Аналитиксем пĕлтернĕ тăрăх, юлашки виçĕ çул хушшинче çакăн пек ĕçсене судсенче 18 хут пăхса тухнă. Çавăн пекех пирĕн республика хыççăн Красноярск крайĕ (16 тĕслĕх) тата Мускав облаçĕ (14) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнаççĕ.
Çынна вĕлерсе касса вакланă пысăк шавлă та хаяр ĕçсенчен пĕри Пушкăртстанра 2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче пулса иртнĕ. Ун чухне 72 çулхи арçын хăйпе пĕртăванĕн ывăлне вĕлернĕшĕн тата хĕрне вĕлерессипе хăратнăшăн 15 çул тĕрмере ларса тухнă пулнă. Йĕплĕ пралук картинчен тухсан Ĕпхÿ хулинче пурăнаканскер каллех хăйĕн усал ĕçне тунă. Харкашу-хирĕçÿ вăхăтĕнче вăл хăйĕн 42 çулхи хĕрне пуçĕнчен вĕлермеллех çапнă. Ун хыççăн вилнĕ этем ÿтне пытарма шутланă. Çак тĕллевпе малтан пуçĕпе урисене касса илнĕ, унтан аллисемпе ура лапписене. Вĕсене пакета тултарнă та хăшне çÿп-çап контейнерне, хăшне Тим юхан шывне кайса пăрахнă. Çулталăк иртсен вĕлернĕ çыннăн хăш-пĕр пайĕсене çыран хĕрринче тупнă.
Çак хаяр уголовлă ĕçшĕн ватă преступника 10 çуллăха ирĕксĕр хăварнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас