Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн 2020, 14:00

Хаклă автомобильсен хуçисем камсем пулĕç?

Усă курнă автомобильсем сутакан пасарта хăвна килĕшекен кирек мĕнле хурçă ута та туянма пулать.

Усă курнă автомобильсем сутакан пасарта хăвна килĕшекен кирек мĕнле хурçă ута та туянма пулать. Çав шутра бюджетлă варианта та, ятлă-сумлине те. Çумăнта укçа кăна пултăр. Сăмахран, auto.ru сервисра Mercedes-Benz Maybach S-класлине сутни çинчен пĕлтернĕ. Паллах, хакĕ те йÿн мар - Пушкăртстанăн тĕп хулинчи виçĕ пÿлĕмлĕ виçĕ хваттер хакĕпе танлашать. Урăхла каласан, 10,3 млн тенкĕ. Автомобиле 2019 çулта туса кăларнă, хуçи аллинче 9 уйăх хушши пулнă. Унăн пĕтĕмĕшле чупни те 21 çухрăм çеç. Анчах та пĕр çитменлĕх пур, ку вăл автомобиле ГИБДД управленийĕ урлă регистраци ирттернĕ чухне чăрмавсем сиксе тухма пултарасси.
Иккĕмĕш вырăнта хакĕпе броньăланă Lexus LX автомобиль. Вăл тулли приводлă. 2020 çулхи мартранпа пурĕ те 5 пин çухрăм çеç чупнă. Хакĕ - 7,6 млн тенкĕ. Çавăн пекех хурçă ут хуçи тавар туянакана срокĕ тухман КАСКО парнелет.
Премиум-класа кĕрекен Porsche 911 Carrera 4 GTS автомобиле 6,5 млн тенкĕпе туянма пулать. Ăна, 2015 çулта туса кăларнăскере тата виçĕ хуçа аллинче пулнăскере, пĕтĕмпех антигравиллĕ пленкăпа тата керамикăпа витнĕ. Хурçă утпа хĕллехи кунсенче çÿремен. Вăл хăйĕн хакĕпе виççĕмĕш вырăнта.
Читайте нас: