Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн 2020, 14:26

Илья Захаров ветеран-патриота конгресс чысланă

Август уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче пурăнакан пирĕн сумлă та аслă юлташăмăр, хастар чăваш Илья Серафимович Захаров, 75 çул тултарчĕ.

Август уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче пурăнакан пирĕн сумлă та аслă юлташăмăр, хастар чăваш Илья Серафимович Захаров, 75 çул тултарчĕ. Çак паллă кун ячĕпе ăна тус-юлташĕсемпе пĕр шухăшлисем, çывăх çыннисемпе ĕçтешĕсем саламларĕç. Илья Серафимовичăн чăвашлăхшăн тунă пархатарлă та вырăнлă ĕçĕсене (2006-2007 çулсенче Пушкăртстанри чăвашсен Канашне ертсе пынă) шурă Шупашкар та манман. Çак кунсенче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ăна Хисеп хучĕпе чысласси çинчен калакан хушăва алă пусса çирĕплетнĕ. Унта «Чăваш халăхĕн этнокультурине упраса хăварас, аталантарас тата халăх хушшинче сарас ĕçре вышкайсăр пысăк ĕçсем тунăшăн Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн ветеран-патриотне чыслатпăр» тенĕ.
Мĕнех, питĕ те вырăнлă йышăну. Эпир те Илья Серафимовича çак ятпа саламлатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: