Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн 2020, 14:30

Пушкăртстанра киввисем вырăнне çĕнĕ çуртсем хăпартĕç

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#жильеигородскаясреда«Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче тата 2019-2024 çç авариллĕ çуртсенчен граждансене куçарамалли адреслă программăпа килĕшÿллĕн пĕрремĕш тапхăрта 219 пурăнмалли хваттере хута яма палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсенче 677 çын пурăнать.

«Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче тата 2019-2024 çç авариллĕ çуртсенчен граждансене куçарамалли адреслă программăпа килĕшÿллĕн пĕрремĕш тапхăрта 219 пурăнмалли хваттере хута яма палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсенче 677 çын пурăнать.
Халĕ Бакалă районĕнчи Бакалă ялĕнче Ворошилов урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт хăпартаççĕ. Каярах унта авариллĕ çуртра пурăнакан 23 çемье пурăнма куçĕ. Çĕнĕ çуртри çичĕ хваттере тăлăх ачасене‚ пĕрне йывăр чирпе чирлекен çынна парĕç. Пиллĕкĕшне вара сутма палăртаççĕ.
Объектăн тăррине витнĕ‚ çурта тулти инженер сечĕсемпе çыхăнтарнă‚ кĕмелли тата шалти алăксене вырнаçтарнă.
«Жилстрой» ООО директорĕ Рамиль Альмухаметов пĕлтернĕ тăрăх‚ çурта 2020 çулхи октябрь уйăхĕн вĕçĕнче хута ярĕç. Çав вăхăтрах строительство ĕçĕсем маларах пурнăçланса пыраççĕ.
- Строительство ĕçĕсен хăвăртлăхĕ ĕçсен пахалăхне витĕм кÿмест. Паянхи саманапа килĕшекен‚ хăтлă хваттерсенче кулленхи пурнăçра мĕн кирлĕ вĕсене строительсем пурне те вырнаçтарнă. Пурăнакансен сĕтел-пукан çеç туянмалла пулĕ‚ - тенĕ Рамиль Альмухаметов.
Çакна та палăртса хăвармалла‚ çуртсен çывăхĕнчи территорине «Пушкăртстан кил-картишĕсем» программăпа килĕшÿллĕн тирпей-илем кĕртеççĕ. Ĕçсене çулла вĕçленнĕ тĕле туса пĕтерĕç.
Краснокамск районĕнчи Николо-Березовка ялĕнче те çĕнĕ çурт хăпартма тытăннă. Çĕнĕ çуртри 19 хваттере авариллĕ çуртсенче (Монтажников урамĕнчи 1-мĕш çурт тата Инициативная урамри 28-мĕш çурт) пурăнакансене уйăрса парĕç. Çак çуртсене 2016 çултах авариллĕ тесе йышăннă.
Краснокамск районĕнчи администраци пуçлăхĕн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Радик Гильмуллин каласа панă тăрăх‚ тĕрлĕ сăлтава пула çурта вăхăтлă хăпартма тытăнман. Кăçал регионти Строительство тата архитектура енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пулăшнипе ĕçсене пуçарса янă.
- Пур муниципалитсенче те программăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 219 хваттер туянма тата 677 граждана çĕнĕ çурта куçарма 325 миллион тенкĕлĕх контракта алă пуснă. Программăн пĕрремĕш тапхăрне Дюртюлĕ‚ Мишкинпа Белорецк районĕсенче вĕçленĕ. Раççей Федерацин Правительстви 2019 çула çирĕплетнĕ хушăвне пурнăçларăмăр‚ тĕллевлĕ кăтартусем турăмăр‚ - тесе пĕлтернĕ ПР Строительство тата архитектура енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Марат Ахмадуллин.
Пушкăртстан заявкăпа килĕшÿллĕн‚ 2020-2021 çулсенче программăна пурнăçлама çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх фондĕнчен 56‚1 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах республика хăйĕн хыснинчен тата 12‚59 млн тенкĕ хушса уйăрĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе 40 авариллĕ хваттерте пурăнакан 134 Ĕпхÿ çыннине çĕнĕ хваттерпе тивĕçтерĕç.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#жильеигородскаясреда
Читайте нас: