Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн 2020, 14:29

Çуралнисен шучĕ вилнисенчен сахалрах

Республикăра кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче 13 137 ача çуралнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ пĕрремĕш е иккĕмĕш пепке шутланать тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан статистикĕсем. Тĕплĕнрех палăртсан тăватă уйăхра çемьесенче пĕрремĕш ача пулса çуралнисем - 4 600, иккĕмĕшсем - 4 802.

Республикăра кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче 13 137 ача çуралнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ пĕрремĕш е иккĕмĕш пепке шутланать тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан статистикĕсем. Тĕплĕнрех палăртсан тăватă уйăхра çемьесенче пĕрремĕш ача пулса çуралнисем - 4 600, иккĕмĕшсем - 4 802. Çавăн пекех 2 613 пĕчĕк чун çемьесенче виççĕмĕш ача пулса тăнă, 716-шĕ тăваттăмĕш тата 403-шĕ - пиллĕкмĕшпе ытларах ачаллисем.
Пурнăçпа пĕрле вилĕм те юнашарах çÿрет. Çак вăхăт хушшинче вилнисен шучĕ 16 502 çынпа танлашать. Вĕсенчен 8 655-шĕ - арçынсем, 7 937-шĕ - хĕрарăмсем. Вилнĕ çынсене ÿсĕмне кура ушкăнсем çине пайласан çакна курма пулать - аслă ÿсĕмри ĕçлеме пултаракансен ушкăнне 12 398 çын кĕрет.
Вулакана танлаштарса пăхма çак цифрăсене илсе кăтартасшăн - иртнĕ çул январь-апрель уйăхĕсенче 16 981 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Вĕсенчен 8 797-шĕ - арçынсем, 8 184-шĕ - хĕрарăмсем.
Читайте нас: