Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Августӑн 2020, 14:33

Çурт-йĕр хăпартма, автомобиль çулĕсем сарма тата хула хутлăхĕ валли 1,5 млрд тенкĕ уйăрĕç

ПР Строительствăпа архитектура патшалăх комитечĕн председателĕ Марат Ахмадуллин Пушкăртстанра 2024 çулччен тăсăлакан «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн бюджечĕ 1,458 млрд тенкĕ пулнине правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

ПР Строительствăпа архитектура патшалăх комитечĕн председателĕ Марат Ахмадуллин Пушкăртстанра 2024 çулччен тăсăлакан «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн бюджечĕ 1,458 млрд тенкĕ пулнине правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ регионти автомобиль çулĕсене сарма, социаллă объектсене тата юрăхсăра тухнă пурăнмалли çуртсем вырăнне çĕннисене хăпартма кайĕ.
Асăннă наци проекчĕн витĕмĕпе Ĕпхÿ районĕнчи Булгаково ялĕнче 825 вĕренекен валли шкул хăпартĕç, Ĕпхÿ хулинчи «Инорс» микрорайонти Мушников урамне (Шолохов урамĕнчен пуçласа Сельская Богородская таран) малалла тăсĕç. Нефтекамск хулинче Комсомольский проспекта Карцев урамĕнчен пуçласа телевышка таран асфальт сарĕç.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров РФ Президенчĕн çĕнĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн çурт-йĕр хăпартассине 3,7 млн тăваткал метра çитерме ыйтнă.
- Мана уйрăмах пĕчĕк хуласенче çурт-йĕр хăпартасси тата улталаннă дольщиксен ыйтăвĕсем питĕ кăсăклантараççĕ, - тенĕ вăл.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Читайте нас: