Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Августӑн 2020, 14:05

Ĕпхÿри «Волна» скверта амфитеатр пулĕ

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#жильеигородскаясреда Затон микрорайонта вырнаçнă «Волна» скверта çĕнетÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне подрядчик амфитеатр хăпартассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлать.

Затон микрорайонта вырнаçнă «Волна» скверта çĕнетÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне подрядчик амфитеатр хăпартассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлать.
Строительсем çĕрĕн çиелти сине тасатнă‚ ăна сквертан илсе тухнă. Унсăр пуçне вĕсем вертикальлĕ комплексăн тытăмне палăртнă‚ тĕревлемелли бетон стенана тата никĕсне хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене тунă. Çывăх кунсенче бортлă чулсене вырнаçтарĕç тата бетон пусмасене сарĕç. Амфитеатра 2020 çулхи IV кварталта хута яма палăртаççĕ.
«Волна» сквера 2018 çулта çĕнетме тытăннă. Унтанпа кунта чылай ĕç туса ирттернĕ. Сквер сăнĕ самаях улшăннă: çуран çÿрекенсен çула сарнă‚ сквера кĕмелли вырăн çумĕнчи лапама тирпей-илем кĕртнĕ‚ спорт лапамĕ йĕркеленĕ (тренажерсемпе воркаут комплексĕ‚ хоккей вылямалли коробка вырнаçтарнă). Çавăн пекех кунта 14‚5 х 9‚6 метрлă пысăк сцена та пур. Канакансем валли вара 260 яхăн сак вырнаçтарнă.
Унсăр пуçне сквер территорине видеокамерăсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсен шучĕ 100 çитнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#жильеигородскаясреда
Читайте нас: