«Башавтотранс» унитарлă патшалăх предприятийĕн паркĕ 2019 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 623 çĕнĕ автобуспа пуянланнă. Урăхла каласан вăл хăйĕн автопаркне 30 % ÿстернĕ. Пушкăртстанри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕ астутарнă тăрăх‚ Ĕпхÿ хулине 323 автобус уйăрса панă. Виççĕмĕш кварталта Ĕпхÿ филиалĕсене тата 100 «Вектор Next» уйăрса пама палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле Ĕпхÿ хулинче тата агломерацинче рейссемпе пассажирсен шучĕ 41% ÿснĕ.
2019 çулхи август уйăхĕнчен предприяти хуласем хушшинчи 14 маршрута тепĕр хут уçнă. Муниципалитетсем ыйтнипе вара 16 çĕнĕ маршрут йĕркеленĕ.
Тĕп хулан Кăнтăр автовокзалĕнче пасажирсен шучĕ 40% ытла ÿснĕ: талăкне 2‚6 пин пассажир пулать (çулталăк каярах - 1‚6 пин çын).
Патшалăхăн пассажирсене турртаракан предприятин автопаркне 2024 çулччен çĕнетме палăртаççĕ.