Пур хыпар та
Новости
7 Августӑн 2020, 14:30

Строительсене патшалăх наградисемпе чысланă

Ĕпхÿ хулинче Строительсен кунĕ умĕн комплекс ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе чысланă. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров 22 тăрăшуллă ĕçчене орденсем тата Хисеп хучĕсем парса саламланă.

Ĕпхÿ хулинче Строительсен кунĕ умĕн комплекс ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе чысланă. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров 22 тăрăшуллă ĕçчене орденсем тата Хисеп хучĕсем парса саламланă.
- Пирĕн республика строительство комплексĕпе яланах мăнаçланнă. 30 Социализмла Ĕç Геройĕ - строительсем. Çулсерен республикăра миллионшар тăваткал метр çурт‚ темиçе теçетке пысăк социаллă объектсем хăпартаççĕ. Иртнĕ çул 50 соцобъект хута ятăмăр. Çакă пысăк цифра шутланать. Кăçал та эпир 40 объект хăпартма палăртатпăр. Малашне те çĕнĕ объектсем пулĕç. Эсир – Пушкăртстан мăнаçлăхĕ. Ĕçчен те пултаруллă çынсем пирĕн республикăн малашлăхне никĕслеççĕ. Çакăншăн эпĕ сире чунтан тав тăватăп‚ – тенĕ регион ертÿçи.
Справка. Паянхи кун тĕлне республикăри строительство комплексĕ 12 пин ытла подряд организацине‚ строительство индустрийĕн предприятине‚ проект тата наукăпа шырав организацине пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче 70 пин ытла çын тăрăшать. 2019 çулта Пушкăртстанра 2‚4 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт хута янă. 2020 çулхи ултă уйăх хушшинче 1 млн ытла тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Çак кăтартусемпе республика Раççейĕн малта пыракан 5 регионĕ шутне кĕнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас