Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
7 Августӑн 2020, 14:35

Çур миллион тонна тĕш тырă пухнă

Пушкăртстанра çур миллион тонна тĕш тырă пухса илнĕ. Вĕсен шутĕнче: 428‚5 пин тонна - кĕрхи тата 69‚1 пин тонна çурхи культурăсем. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ аграрисем çанталăкăн лайăх кунĕсемпе пĕлсе те тухăçлă усă кураççĕ.

Вырма ĕçĕсене кĕрхи рыжика – экспорта каякан çу культурин тухăçне пухассинчен тытăннă. Ăна паянхи кун тĕлне 4‚25 пин тонна пухса илнĕ.
Август уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне 163‚1 пин гектар кĕрхи ыраша‚ тулла тата тритикале çулнă. Вĕсенчен 145‚3 пин тоннине çапса илнĕ.
Август уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне вара 410 пин тонна (вăтам тухăç пĕр гектартан 28‚2 центнер) тырра çапнă.
2019 çулхине тĕш тырăсен вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 19‚8 центнерпа танлашнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: