Новости
8 Августа 2020, 14:41

Иккĕн вилнĕ, пĕри йывăр суранланнă

Туймазă районĕнче М-5 федераллă аслă çул çинче паян хăрушă авари пулса иртнĕ. Ăнланмалла мар лару-тăрура ВАЗ-2110 модельпе «Лада Калина» çапăннă. Çул-йĕр çинчи инкеке пула икĕ çын вилнĕ, виççĕмĕшĕ йывăр суранланнă.

Республикăри Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш автомобиль рулĕ умĕнче Пелепей районĕнче пурăнакан 26 çулхи çамрăк пулнă. Вăл сывă юлнă. Çав вăхăтрах «Калина» рулĕ умĕнчи хĕрĕх улттăри арçын тата унăн 41 çулхи мăшăрĕ вилмеллех суранланнă. Васкавлă пулăшу машини килсе çитиччен вĕсен чĕрисем тапма чарăннă. Мăшăр Октябрьски хулинче пурăннă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас