Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Августӑн 2020, 19:35

34 çулхи водителĕн пурнăçĕ татăлнă

Паян ирхине Белорецк районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ.

Паян ирхине Белорецк районĕнчи çул çинче пысăк инкек пулса иртнĕ.
Республикăри патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах 9 сехетсенче Стерлитамак – Магнитогорск – Белорецк трасса çинче пулнă. Сăлтавне уçăмлатман, анчах та пĕрремĕш верси тăрăх, çумăр çунă вăхăтра «Volkswagen Polo» автомобильпе пыракан 34 çулхи водитель çул çинчи тимĕр карта çине пырса кĕнĕ тесе калама пулать. Ун хыççăн вăл хирĕç килекен «Волгăпа» çапăннă.
Çак авари вăхăтĕнче иномарка водителĕ вырăнтах вилнĕ. Хальхи вăхăтра йĕрке хуралçисем инкеклĕ пулăм мĕнле пулса иртнине тĕпчеççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: