Юлашки талăкра республикăра кăшăлвируспа чирленĕ 35 çынна тупса палăртнă. Унсăр пуçне ÿпке шыçнипе (внебольничная пневмония) аптракан 67 пациента шута илнĕ. Çакăн пирки регионти Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ.
Çапла майпа Пушкăртстанра СОVID-19 вируспа чирленисен пĕтĕмĕшле йышĕ 7 059 çынна çитнĕ. Пандеми пуçланнăранпа инфекцие пула 25 çын (юлашки тĕслĕх ĕнер пулнă, 57-ри арçыннăн чĕри тапма чарăннă) вилнĕ .
Пĕтĕмĕшле сывалнисен шучĕ 5370 çынпа танлашать. Вĕсенчен саккăрăшĕ юлашки талăкра сывалнă.
Кăшăлвируспа чирлекенсенчен 298-шĕ стационарсенче сипленеççĕ. 29 пациент хăйсен йывăр туяççĕ, вĕсенчен тăххăрăшĕн ÿпкисене искусствăлла майпа вентиляци ирттереççĕ. 1366 пациент çăмăл формăпа чирлеççĕ, килти условисенче сипленеççĕ.
Çак талăкра ÿпке шыçнипе чирекенсенчен 41 çынна больницăсенчен кăларнă.
Раççейре юлашки талăкра чирлекенсен шучĕ 5189 çынна çитнĕ. Пĕтĕмĕшле пандеми вăхăтĕнче 887пин те 536 çынна шута илнĕ.