Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Августӑн 2020, 17:45

Пушкăртстана çулла вĕçлениччен ăшă кунсем таврăнĕç-ши?

Гисметео портал пĕлтернĕ тăрăх, çитес эрнере республика территоринче сулхăн çанталăк тăрĕ. Çумăрсем çумалла, шалкăм çумăр (ливень) пулмалла, аслати авăтмалла. Хăш-пĕр районсенче пăр çумалла. Юн кун, август уйăхĕн 12-мĕшĕ, тĕлне уяртать, хĕвел пăхма пуçлать, анчах та çумăр пĕрĕхкелеме пултарать. Кăнтăрла сывлăшри температура 18-22 градуса çитмелле, çĕрле вунна çити анса лармалла.

Çакăн пекех çанталăк çитес эрнере те – август уйăхĕн 17-23-мĕшĕсенче - сыхланса юлмалла.
Сывлăшри температура август уйăхĕн 20-мĕшĕсенче хăпарма пуçламалла. Прогоз тăрăх вăл +24 градуса çитĕ. Ăшă та комфортлă, пĕлĕтлĕ çанталăк тăмалла, хушăран çумăр çуса илмелле. Çакă пурте август уйăхĕн вĕçĕнчи климат нормипе тÿр килет.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: