Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Августӑн 2020, 13:25

35 çулхи арçын шывра путса вилнĕ

Пушкăртстанри Краснокамск районĕнче 35 çулхи арçын путса вилнĕ. Шывра путса вилнин сăлтавĕ - алкоголь шĕвекĕ ĕçни.

Пушкăртстанри Краснокамск районĕнче 35 çулхи арçын путса вилнĕ. Шывра путса вилнин сăлтавĕ - алкоголь шĕвекĕ ĕçни.
Пăтăрмах август уйăхĕн 7-мĕшĕнче Николо-Березовка ялĕ çывăхĕнчи Кама юхан шывра пулса иртнĕ.
Малтанхи информаци тăрăх‚ арçын шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен çыран хĕрринче юлташĕсемпе алкоголь ĕçнĕ. Каярах шыва кĕме кайнă та каялла таврăнайман.
Пушкăртстан Республикинче чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Авариллĕ лару-тăруран çăлакан патшалăх комитечĕн водолазĕсем унăн ÿтне шыв тĕпĕнчен кăларнă.
- Ĕçнĕ çыннăн хăрушлăх туйăмĕ сирĕлет‚ рефлекссем тата ал-ура‚ кевте хусканăвĕсем начар ĕçлеме тытăнаççĕ‚ - тенĕ ПР Авариллĕ лару-тăруран çăлакан патшалăх службин начальникĕ Владимир Темашев. – Çакăн пек чухне çын пулса иртнине лайăх ăнланса илеймест. Кĕтмен лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума та пĕлмест.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: