Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Августӑн 2020, 13:25

Çирĕпрех тыт руле‚ шофер

Çак кунсенче Пушкăртстанра «ChevroIet Niva» автомобиль çул айккине çаврăнса ÿкни пирки 63 çулхи пассажирăн пурнăçĕ татăлнă.

Çак кунсенче Пушкăртстанра «ChevroIet Niva» автомобиль çул айккине çаврăнса ÿкни пирки 63 çулхи пассажирăн пурнăçĕ татăлнă.
Çул-йĕр инкекĕ август уйăхĕн 9-мĕшĕнче Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕ çывăхĕнче‚ вакă чуллă çул çинче пулса иртнĕ.
Иномарка рульне Оренбург облаçĕнче пурăнакан 43 çулхи арçын тытса пынă.
Темлĕ сăлтава пула çăмăл машина кювете çаврăнса ÿкнĕ. Аварире пассажир тÿрех пурнăçран уйрăлнă‚ водитель суранланнă.
Пушкăртстан Республикинчи ГИБДД панă информаци тăрăх‚ арçын водитель удостоверенийĕсĕр руль умне ларнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: