Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Августӑн 2020, 13:10

Сăвăссенчен асап курнисен хисепĕ ÿсет

ПР Роспотребнадзор управленийĕ Пушкăртстанра кăçал сăвăссем ÿт çумне çыпçăннин тĕслĕхĕсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан 3,7 процента чылайрах пулнине пĕлтерет.

ПР Роспотребнадзор управленийĕ Пушкăртстанра кăçал сăвăссем ÿт çумне çыпçăннин тĕслĕхĕсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан 3,7 процента чылайрах пулнине пĕлтерет.
Хальхи вăхăтра сăвăссем тапăннипе 9 064 çын медицина учрежденине пулăшу ыйтма килнĕ, вĕсенчен 3 455-шĕ - ачасем. Танлаштарма, иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне сăвăссенчен шар курнă 8 732 çын медицина пулăшăвĕ ыйтнă, вĕсенчен 3 209-шĕ ачасем пулнă.
Сăвăссем хăрушă инфекцисене – энцефалитпа боррелиоз (болезнь Лайма) – чирĕсене – саракансем шутланаççĕ.
Республикăри Гигиена тата эпидемиологи центрĕнче тата унăн филиалĕсенче энцефалитпа боррелиоз инфекцийĕсем сăвăссенче пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Тĕпчев ирттерекен лабораторисен адресĕсене ПР Роспотребназдор управленин сайтĕнче пĕлме пулать.
Читайте нас: