Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Августӑн 2020, 19:45

Çунса кайнă çуртра арçын ÿтне тупнă

Инкеклĕ ĕçсен министерствин (МЧС) кризислă лару-тăру управленин центрне çĕрле август уйăхĕн 10-мĕшĕнче Белорецк хулин Стахановская урамĕнчи пурăнмалли çурта вут-çулăм хыпса илни çинчен пĕлтернĕ. Пушар вырăнне икĕ пушар машини, сакăр хăтаруçă (спасатель), полици, медицина, газпа электросеть ĕçченĕсем пырса çитнĕ.

Пушар сÿнтерекенсем пĕр хутлă икĕ хваттерлĕ çурт уçă çулăмпа çуннине асăрханă.
- Пушара сÿнтернĕ май вырăнта 44 çулхи арçын ÿтне тупнă, - пĕлтернĕ ПР МЧС пресс-службинче.
Хальхи вăхăтра пушар мĕнле сăлтава тата лару-тăрăва пула сиксе тухнине тĕпчеççĕ. Вырăнта следствипе оперативлă ушкăн тата Раççей МЧСĕн инкек мĕн сăлтавпа пулса кайнине тишкерекен (дознаватель) ĕçлеççĕ.
Читайте нас: