Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2020, 18:50

Çирĕм тăватă мастерской уçăлĕ

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#образование2021 çулта Пушкăртстанри колледжсемпе аслă шкулсен никĕсĕ çинче тата 24 паянхи кун ыйтакан мастерской уçăлĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Вĕрентÿ тата наука министерстви.

2021 çулта Пушкăртстанри колледжсемпе аслă шкулсен никĕсĕ çинче тата 24 паянхи кун ыйтакан мастерской уçăлĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Вĕрентÿ тата наука министерстви.
Регионти ултă вĕрентÿ учреждени «Çамрăк профессионалсем» («Молодые профессионалы») федераллă проект çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Вĕсем «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шайĕнче грантсем илме тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсен хушшинче – Пелепей хулинчи механизаципе электрофикаци колледжĕ‚ Дуванти нумай профильлĕ колледж‚ Çтерлĕри нумай профильлĕ професси колледжĕ‚ Ĕпхÿри радиоэлектроникăпа телекоммуникаци тата хăрушсăрлăх колледжĕ‚ Ĕпхÿри патшалăх авиаципе техника тата Пушкăрт патшалăх университечĕсем.
24 мастерской уçма феделаллă бюджетран 140 млн ‚ республика хыснинчен 34 млн тенкĕ ытла уйăрса панă. Унсăр пуçне 11 млн яхăн тенкĕпе бюджет шайне кĕмен вĕрентÿ организацийĕсем тата 20 млн тенкĕпе ĕç паракансем тивĕçтерĕç. Пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕн калăпăшĕ 206 млн тенкĕ ытла пулĕ.
2019 çулта Раççейри Ворлдскиллс стандарчĕсене пăхăнса 30 мастерской уçнă. Вĕсем паянхи кунччен тухăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал тата 12 мастерской уçма палăртаççĕ. Асăннă мастерскойсене паянхи кун ыйтакан оборудованисемпе тивĕçтерĕç. Кунта студентсене паянхи самана ыйтакан технологисемпе усă курса тĕп тата хушма вĕрентÿ программи тăрăх ăс парĕç. Çавăн пекех професси суйласа илмелли мероприятисем те йĕркелĕç.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#образование
Читайте нас: