Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2020, 18:35

Çĕнĕ шкул тумне тăватă районта йышăнĕç

Благоварпа Федоровка, Абзелилпа Янаул районĕсенче шкул ачисем валли çĕнĕ тум йышăнасси çинчен эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Çак ыйтăва ĕнер, август уйăхĕн 10-мĕшĕнче, правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР энергетикăпа промышленность министрĕ Александр Шельдяев тепĕр хут хускатнă.

Чиновник сăмахĕсем тăрăх, малтанлăха Пушкăртстанри тăватă районта пĕрлĕхлĕ шкул тумне проект шайĕнче йышăнĕç. Пурте ăнăçлă пулсан вĕсем çумне республикăн ытти районĕсем те хутшăнĕç.
Пĕтĕмпе классенче вĕренекенсен шучĕ 8 983 ачапа танлашать. Анчах та çĕнĕ шкул тумне тăхăнас текенсен хисепĕ икĕ хут нумайрах.
ПР Вĕрентÿ тата наука министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, тăватă районта шкул тумне кĕртнĕ хыççăн влаçсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче ыйту-хурав ирттерĕç. Унтан республикăри шкулсенче пĕрлĕхлĕ шкул тумне кĕртесси пирки йышăну тăвĕç.
Читайте нас: