Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Августӑн 2020, 13:15

106 вĕрентекен 50 пиншер хушма тÿлеве тивĕçĕç

Республикăри 100 ытла вĕрентекен, камăн вĕренекенĕсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем (ППЭ) тытнă вăхăтра 100 бал пухнă, 50-шар пин тенкĕ хушма тÿлев илĕç. Çакăн çинчен правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ.

Республикăри 100 ытла вĕрентекен, камăн вĕренекенĕсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем (ППЭ) тытнă вăхăтра 100 бал пухнă, 50-шар пин тенкĕ хушма тÿлев илĕç. Çакăн çинчен правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, апрель уйăхĕнче регион пуçлĕхĕ çакăн пирки ятарлă указ кăларнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн 100 бал илме пултарнă вĕренекенĕн вĕрентекенне Пушкăртстан хыснинчен 50 пин тенкĕ тÿлеме йышăну тунăччĕ.
- Паянхи кун çак йыша 106 вĕрентекен кĕнĕ. Çак хисеп улшăнма та пултарать, мĕншĕн тесе аппеляци хыççăн çĕнĕ кăтартусем пулма пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле хушма тÿлевсем йеркелеме 5,5 млн тенкĕ кирлĕ, çак укçа-тенке бюджетра палăртман. Анчах та пирĕн патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестаци валли уйăрнă нухрат перекетленнĕ, мĕншĕн тесе кăçал тăххăрмĕшсем экзамен тытман, - тенĕ Айбулат Хажин.
Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров çак ыйтăва пăхса тухса вĕрентекенсемпе август уйăхĕнчех саплашма хушнă.
- Кун пирки калаçу та пулма пултараймасть. Енчен те укçа-тенке перекетлемен пулсан та эпир ăна уйăрса панă пулăттăмăр. Паянах ыйтăва пăхса тухăр та авгутра тÿлĕр, Учительсен кунĕ умĕн мар. Вĕсем çакна тивĕçлĕ, ку вăл калама çук пысăк ĕç,- хушу панă регион ертÿçи.
Сăмах май, кăçал 17,9 пин шкул вĕренсе пĕтерекен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ панă. Экзамена килнисен шучĕ 94 процентпа танлашнă. Апла пулса вун пĕрмĕшсен 6 проценчĕ пачах та хутшăнман.
Экзаменсенче 100 бал илнисен шучĕ кăçал 127 çынна çитнĕ. Çĕр çирĕм çичĕ ачаран 35-шĕ – хими, 25-шĕ – вырăс чĕлхи, 20-шер физика тата информатика предмечĕсемпе 100 бал пухнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: