Çанталăк йĕпе-сапа тăнине пăхмасăр Пушкăртстанри вырма кампанийĕ пысăк хăвăртлăхпа пынине ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Рамил Нуриахметов правительствăри оперативлă канашлура пĕлтернĕ.Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 69% кĕрхи, 7% çурхи культурăсене çулнă, 850 пин тонна тырă çапса илнĕ. Цифрăсем иртнĕ çулхи кăтартусенчен маларах пынине пĕлтереççĕ. Вăтам тухăç та ÿснĕ - вăл гектартан 7 центнер нумайрах. Рамил Нуриахметов çакă элитлă вăрлăхсемпе, минераллă им-çампа усă курнипе çыхăннине пĕлтернĕ.
Тĕш тырă пухса илессипе малта Буздякпа Илиш, Чекмагушпа Кармаскалă тата Авăркас районĕсем пыраççĕ. Çак вăхăтрах Пушкăртстанри хăш-пĕр аграрисенче 2021 çула хатĕрленсе кĕрхи элитлă тырă акма пуçланă та.
- Ял çыннисене тăрăшулăхшăн пысăк тав. Шел пулин те юлашки вăхăтра çанталăк йĕпе-сапа тăрать. Вăхăчĕ пур-ха вăл, çанталăкĕ те йĕркене кĕрĕ, - тенĕ регион пуçлăхĕ Радий Хабиров. – Кăçал пире лайăх тухăçпа савăнтарассине шанатпăр. Эпир те хамăр енчен аграрисене пулăшасси пирки уйласа пăхăпăр. Кунта сăмах çĕнĕ техника, минераллă им-çам, элитлă вăрлăхсем туянасси пирки пырать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.