Уйăх хушшинче «Раççей почтин» клиенчĕсем Пушкăртстанра пичетленсе тухакан хула тата район пичет кăларăмĕсене 2021 çулхи ултă уйăх валли çырăнса илме пултараççĕ.
Федераллă тата республика шайĕнче тухакан хаçат-журналсене çырăнтарас кампани август уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ çак тапхăрта кăларăмсене podpiska.pochta.ru сайтра е «Раççей Почти» мобильлĕ приложени урлă çырăнма пулать. Сервиссен навигацийĕ ятсемпе индекс‚ темăпа алфавит‚ илемлетÿпе кăмăл туртни тăрăх шырав йĕркинче кирлĕ хаçат-журналсене суйласа илме май парать. Çакă темиçе минут çеç йышăнĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсене хут каталог тăрăх почта уйрăмĕсенче тата килте почтальонсемпе çыхăнса çырăнса илме май пур. Август уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлакан акцине 1100 ытла кăларăм хутшăнать. Вĕсен шутĕнче - 330 федераллă пĕлтерĕшлĕ хаçат-журнал‚ çавăн пекех Пушкăртстанра тухса тăракан хулапа район кăларăмĕсем. Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçата та манса хăварман.
Редакци.