Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Августӑн 2020, 13:45

Компьютерлă томограф пулăшнипе онкологипе чирлĕ 70 çынна тупса палăртнă

Пушкăртстан «ковид»-госпитальсем валли сакăр компьютерлă томограф туяннă. Иккĕшĕпе усă курма пуçлани, тепĕр улттăшне сентябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне хута ярасси çинчен ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.

Маларах, Раççей сывлăх сыхлав ведомстви ертÿçин çумĕ Олег Гриднев Ĕпхĕве килсен, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕр самант çинче чарăнса тăнă. Вăл компьютерлă томогрофпа усă курса Ĕпхÿ хулинче 70 çын онколгипе малтанхи тапхăрта чирленине тупса палăртнине пĕлтернĕ.
- Çынсем кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлетпĕр тесе шутланă. Вĕсене томограф урлă ирттернĕ хыççăн онгологи пулни палăрнă, - тенĕ регион пуçлăхĕ.
Вулакансене çакна та астутарса хăварасшăн, Пушкăртстан «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕнсенчен сыватасси» тата «Онгологи чирĕсемпе кĕрешесси» федераллă проектсемпе усă курса республикăри больницăсен пурлăх никĕсне 132 млн тенкĕлĕх пуянлатнă, тĕрлĕ медицина оборудовани туяннă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: