Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Августӑн 2020, 19:40

Нумай ачаллă çемьесем Нуриман районне çулçÿреве кайĕç

Пушкăртстанра «Пысăк çемьен пысăк çулçÿревĕ» проекта хута янă. Ăна республикăри Ашшĕ-амăшсен тата вĕрентекенсен ассоциацийĕ пуçарнă. Вăл регион пуçлăхĕн гранчĕн 3-мĕш конкурсĕн çĕнтерÿçи шутланать.

Пушкăртстанра «Пысăк çемьен пысăк çулçÿревĕ» проекта хута янă. Ăна республикăри Ашшĕ-амăшсен тата вĕрентекенсен ассоциацийĕ пуçарнă. Вăл регион пуçлăхĕн гранчĕн 3-мĕш конкурсĕн çĕнтерÿçи шутланать.
Проект шайĕнче çемье хаклăхĕсене, республикăри ал ăстинсен (ремесла) йăли-йĕркисене аталантармалли тата упраса хăвармалли мероприятисем ирттерĕç.
Август уйăхĕн 10-мĕшĕнчен «Кадрти çемье» («Семья в кадре») конкурс пуçланнă. Унта нумай ачаллă çемьесем хăйсен ăсталăхĕ, кăмăла каякан ĕçĕ, мĕнпе кăсăкланни çинчен видеоролик тăратма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсем валли Нуриман районне виçĕ кунлăх çулçÿрев йĕркеленĕ. Унта çемьесем районти ал ăстисен мастер-класне, пултарулăхпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăнĕç. Хĕрлĕ чул хысакĕ (Красная скала), Павлов водохранилищинче пулса курĕç. Çулçÿрев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Пысăк çемьен пысăк çулçÿревĕ» фильм ÿкерĕç.
Проектăн тепĕр асра юлмалли пулăмĕ «Çемье хаклăхĕ-2020» («Семейные ценности-2020») нумай ачаллă çемьесен фестивалĕ пулмалла. Унта «Кадрти çемье» конкурса хутшăннисене чыслĕç. Вăл 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртĕ. Фестивальте «Çемьери ал ăсти» ("Семейное ремесло") пултарулăх ĕçĕсен куравĕ, презентаципе мастер-классен, фотопа видео тата консультаци зонисем ĕçлĕç. Ачасем валли тĕрлĕ анимацисем йĕркелĕç. «Нумай ачаллă çемьесене çирĕплетмелли условисем» темăпа çавра сĕтел иртĕ.
Нумай ачаллă çемьесемпе çыхăннă видеороликсене Пушкăртстан Республикин Çемье порталĕнче вырнаçтарĕç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: