Урал сасси
+19 °С
Облачно
Новости
12 Августа 2020, 09:45

Правительствăра çĕнĕ вице-премьер

Август уйăхĕн 11-мĕшĕнче республика пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче правительствăри кадрсемпе çыхăннă çĕнĕлĕх çинчен пĕлтернĕ. Хальччен интернет урлă вăл е ку должноçа йышăнни çинчен пĕрре те хыпарламан.

Малашне Пушкăртстан Правительствинче çĕнĕ вице-премьер пулĕ. Вăл тĕрлĕ нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусемпе çыхăннă ĕçсене йĕркелесе пырĕ. Унăн тивĕçĕсене Азат Бадранов пурнăçлĕ.
- Пирĕн республика тĕрлĕ халăхпа пуян. Унăн вăйĕ вара - пĕрлĕхре. Çав пĕрлĕхе упрама уйрăм тăрăшни кирлĕ. Килĕшÿ вăл яланах тепĕр енчен хĕсекен, çапакан вăйпа юнашар çÿрет. Теприсем хăйсен политика, бизнес тата ытти ыйтусене татса парас тĕллевпе спекуляци тума хăтланаççĕ. Азат Тăван çĕршыва юратакан çамрăк, халăхпа уççăн ĕçлес енĕпе паха опыт пухнă. Республикăра пысăк авторитетпа усă курать. Вăл ума лартнă тĕллеве тивĕçлĕ пурнăçласса шанатăп, - тесе çырнă Радий Хабиров.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Читайте нас