Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Августӑн 2020, 14:15

Ветерансен союзĕн - çĕнĕ пуçлăх

«Республикăра икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Çар вăйĕсен, Шалти ĕçсен органĕсен тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннисен ветеран организацийĕ пуррине пĕлетĕп. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен те илтмен мар. Хальхи вăхăтра ăна кам ертсе пырать-ши?» - тесе çырать редакцине Мелеуз хулинче пурăнакан А. Зиновьев.

Пире çак ĕçре ПР чăваш культура обществин пуçлахĕ Юрий Михайлов пулăшма килĕшрĕ. «2020 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче общество правленийĕ ветерансен А.Г. Николаев ячĕллĕ союзăн отчетпа суйлав пухăвне ирттерме калаçса татăлчĕ. «Мĕншĕн чăваш культура обществи çак ĕçе хăй çине илнĕ?» тесе ыйтма пултарать вулакан. Мĕншĕн тесе союзăн учредителĕ ПР чăваш культура обществи пулса тăрать. Суйлав мероприятине кăшăлвирус пандемийĕ пуçланиччен, февраль уйăхĕн 18-мĕшĕнче, ирттертĕмĕр. Унта хамăрăн ертÿçĕ пулма Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Николай Александрович Михайлов запасри подполковника суйларăмăр», - тесе пĕлтерчĕ Юрий Павлович.
Н.А. Михайлов 1957 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче çуралнă. 1979 çулта Ĕпхÿри авиаципе техника патшалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Совет Çарĕнче авиаци полкĕнче техник пулса хĕсметре тăнă. Каярах Пушкăртстан Республикинчи çар комиссариачĕн тытăмĕнче служба иртнĕ. 2002 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан патшалăхăн власть тытăмĕнчи ĕç тăвакан органсенче тата промышленность предприятийĕсенче тăрăшнă. 2019 çултанпа патшалăх служби енĕпе пенсине кайнă.
Николай Александрович 2006 çултанпа ПР чăваш культура обществин тата унăн Тĕп канашĕн пайташĕ шутланать. Вăл яланах çарпа патриотизм мероприятийĕсене ирттернĕ çĕре хастар та пуçаруллă хутшăнать.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Читайте нас: