Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Августӑн 2020, 12:15

250 тренер 600 пин тенкĕлĕх тÿлев илĕ

Республикăра «Ял тренерĕ» программа вăй илнĕ. Çак хыпара Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сетьсенчи страницинче пĕлтернĕ. Проектпа килĕшÿллĕн ял-саласене 5 çула ĕçлеме каякан тренера 600 пин тенкĕ (сертификат шайĕнче) уйăрса параççĕ.

Регион ертÿçин сăмахĕсем тăрăх‚ Архангельскпа Пелепей‚ Белорецкпа Бирск‚ Балтачпа Ĕпхÿ районĕсенчи ялсенче ĕçлекен 15 çынна палăртнă.
Асăннă проект çамрăк тренерсене хавхалантаракан Раççейри пĕрремĕш программа шутланать. «Ял тренерĕ» виçĕ çул хушши ĕçлĕ. Унпа 250 специалист усă курма пултарĕ. Укçа-тенкĕ сертификачĕпе çурт-йĕр туянма е хăпартма юрать.
- Эпир – Раççейре çакăн йышшин программа хута яракансенчен пĕри. Унпа ытти регионсем те интересленеççĕ. Виçĕ çула тăсăлакан программăна 250 тренер хутшăнма пултарĕ. P.S. Тренер ĕçне эпĕ хам çинче тĕрĕсленĕ. Алла та хускатайман‚ вăй пĕтсе çитнипе кавир çинчен тăрайман чухне тренер сана аргументсем тупса ура çине тăратать. Эсĕ малалла çирĕппĕн утатăн‚ – тенĕ Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: