Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Августӑн 2020, 12:15

Пушкăртстанри шкулсенче медицина инспекторĕсем ĕçлĕç

Пушкăртстан премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Назаров каланă тăрăх‚ республика шкулĕсене çĕнĕлĕх кĕтет.

Пушкăртстан премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Назаров каланă тăрăх‚ республика шкулĕсене çĕнĕлĕх кĕтет.
Вĕрентÿ çулĕн пуçламăшĕнче вĕрентÿ учрежденисенче медицина инспекторĕсем ĕçлеме пуçлĕç. Вĕсем маскăсем тăхăннине‚ социаллă дистанцие пăхăннине тата пÿлĕмсене дезинфекци тунине сăнаса тăрĕç. Çак хыпара политик Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри форумра пĕлтернĕ.
Инспекторсен ĕçне медицина вĕрентÿ учрежденийĕсенчи студентсем пурнăçласси паллă. Чиновник шухăшĕпе çак çĕнĕлĕхсем республика шкулĕсенче кăшăлвирус пандемийĕ сарăлассине чарма пулăшĕç.
- Вĕсем социаллă дистанцие‚ шкулсенчи пÿлĕмсене дезинфекци тунине тимлесе тăрĕç. Пирĕн республикăра 2000 ытла шкул. Вĕсенче чир сарăласси ан ÿстĕр тесе çакăн йышши çĕнĕлĕхсем йышăнтăмăр. Ачасем чир палăрăмĕсемсĕр (бессимптомно) чирленине пăхмасăр‚ вĕсем вĕрентекенсемпе тата шкулта ĕçлекенсемпе хутшăнăва кĕреççĕ. Çавăнпа кăшăлвирус сарăлас хăрушлăх пур‚ - тенĕ Андрей Назаров.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: