Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
13 Августа 2020, 14:50

Раççей регионĕсене 2‚1 пин шкул автобусĕпе тивĕçтерĕç

Раççей Правительстви 2‚1 пин çĕнĕ шкул автобусĕ туянма хушма 5 млрд тенкĕ уйăрса парĕ. Çак хыпара РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин пĕлтернĕ.

Раççей Правительстви 2‚1 пин çĕнĕ шкул автобусĕ туянма хушма 5 млрд тенкĕ уйăрса парĕ. Çак хыпара РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин пĕлтернĕ.
- Ачасене вĕрентÿ учрежденисене çитме майлă та хăрушлăхсăр пултăр. Çакă ялсенче тата инçетри районсенче пурăнакан ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ автобуссем кăçалхи вĕренÿ çулĕнче регионсене килсе çитĕç‚ – тенĕ правительство ларăвĕнче М.Мишустин.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин тĕп канаш секретарĕн Андрей Турчакăн сăмахĕсем тăрăх‚ шкул автобусĕсемпе ял-саласенче тăтăшах анлă усă кураççĕ. Ытларах чухне шкул автопаркĕ кивĕ машинăсенчен тăрать. Вĕсен срокĕ те тухса пырать.
- Правительство фондĕнчен 2 пин ытла шкул автобусĕ туянма 5 млрд тенкĕ уйăрса парасси çинчен йышăну туни - ачасене хăрушлăхсăр тата хăтлă условисенче турттарма май парĕ. Çав вăхăтрах çĕршыври автопромышленность комплексне те хушма пулăшу кÿрĕпĕр‚ - тенĕ Андрей Турчак.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров маларах каланă тăрăх‚ 2020 çулхи сентябрь уйăхĕ тĕлне республика 38 автобус туянĕ. Çулталăк вĕçлениччен республикăри шкулсен автопаркĕ 44 автобуспа пуянланĕ. Пушкăртстанра пурĕ 1442 автобус‚ вĕсенчен 42-не улăштармалла.
- Эпир туянакан техника ыйту хыççăн ыйту татса пама пулăшать. Пирĕн ачасен хăрушсăрлăхĕ‚ аякри районсенче пурăнакан ачасен вĕренÿ процесне çăмăллатасси‚ ачасене шкула çитме майлă тăвасси‚ ашшĕ-амăшĕсен лăпкăлăхĕ – пирĕншĕн чи кирли‚ - тесе çырнă регион пуçлăхĕ.
Читайте нас