Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
13 Августӑн 2020, 19:55

Тăватă суд çуртĕнчен çынсене эвакуациленĕ

Ĕпхÿ хулинчи Кировпа Советский‚ Калининпа Орджоникидзе районĕсенчи судсен çурчĕсене мина лартни çинчен хыпар çитнĕ.

Ĕпхÿ хулинчи Кировпа Советский‚ Калининпа Орджоникидзе районĕсенчи судсен çурчĕсене мина лартни çинчен хыпар çитнĕ. Çавна пула асăннă судсенче ĕçлекенсемпе килсе çÿрекенсене эвакуациленĕ.
Пушкăртстан Республикинчи судсен пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн пур судсем те малтанхи йĕркепе ĕçлеме тытăннă.
ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин (МЧС) пресс-служби хăтаруçăсем суя хыпара пула асăннă район сучĕсене тăватă хутчен кайса килни çинчен пĕлтернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: