Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Августӑн 2020, 18:50

20 çулхи водитель хĕрарăмпа ачана çапса хăварнă

Август уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче черетлĕ çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ.

Август уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче черетлĕ çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Маларахри даннăйсем тăрăх‚ Нефтьпе технологи университечĕ çывăхĕнче «Тойота» рулĕ умне ларнă 20 çулхи хĕр йăрăмлă каçма (зебра) çинче хĕрарăмпа пĕчĕк ачана çапса хăварнă.
Инкеке лекнисене больницăна илсе кайнă. Çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ вырăнта ГИБДД ĕçченĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем авари сăлтавне тата лару-тăрăвне тĕпчесе уçăмлатаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: