«Демографи» наци проекчĕ шайĕнче Ĕпхÿ хулинчи пурăнмалли пысăк комплексенчен пĕринче - «Яркий» микрорайонта - 180 шăпăрлан вырнаçмалăх çĕнĕ ача сачĕ хăпартаççĕ. Патшалăх заказчикĕ – Пушкăртстанри Тĕп строительство управленийĕ‚ тĕп подрядчик - «Башгражданстрой» ООО трест.
Республикăри Строительствăпа архитектура патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ ача садне иртнĕ çулхи август уйăхĕнче хăпартма тытăннă. Объекта 2020 çул вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ.
Паянхи кун тĕлне строительсем ĕçсен ытларах пайне тунă. Вĕсем çуртăн умне илем кĕртессипе çыхăннă ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Çав вăхăтрах ача сачĕн ăшне те тирпей-илем кĕртеççĕ‚ çурта инженер сечĕсемпе çыхăнтараççĕ. Вăйă лапамĕсен никĕсĕсем хатĕр. Вĕсене резина никĕсĕ çинчи материалсем сарса тикĕслеççĕ. Унсăр пуçне ача сачĕн территорийĕнче ачасене хĕвелпе çумăртан пытанмалли тăрăллă лапамсем те вырнаçтарнă.
- Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ виçĕ пин тăваткал метрпа танлашать. Çĕнĕ учрежденинче 8 ушкăн пулмалла. Вĕсен шутĕнче ясли çулĕсенчи ачасен ушкăнĕ те. 2020 çулта «Демографи» наци проекчĕ витĕмĕпе Пушкăртстанра 24 ача сачĕ хăпартма палăртаççĕ‚ – тесе ăнлантарса панă ведомство пресс-службинче.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#демография