Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
14 Августӑн 2020, 18:45

Сĕт туса илекен хуçалăха аталантаракан проект

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#сельскоехозяйствоЧекмагуш районĕнче çывăх вăхăтра «Герой» ял хуçалăх производство кооператива (СПК) аталантармалли инвестици программине пурнăçа кĕртме пуçласшăн.

Чекмагуш районĕнче çывăх вăхăтра «Герой» ял хуçалăх производство кооператива (СПК) аталантармалли инвестици программине пурнăçа кĕртме пуçласшăн. Асăннă ял хуçалăх кооперативĕ сĕт суса илессипе ĕçлет‚ хуçалăх мелĕпе фермăсем хăпартать. 2019 çулта СПКан тĕш тырă культурисен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 90 пин те 973 центнерпа танлашнă. Пĕрчĕллĕ культурăсен вăтам тухăçĕ 45‚5 центнера çитнĕ. Хуçалăх пĕтĕмĕшле 100 пин те 416 центнер сĕт суса илнĕ. Хальхи вăхăтра талăкри сĕт сăвăмĕн кăтартăвĕ 37‚3 тоннăпа танлашать.
Планпа 2023 çул тĕлне сĕт паракан ĕнесен шутне 2 300 пуçа çитересси‚ çулталăкне 21 пин тонна сĕт суса илесси.
Хуçалăх Тайняшево ялĕнче 1200 ăратлă çамрăк выльăха çитĕнтерме комплекс‚ 800 пуç вырнаçмалли выльăх самăртакан ферма тата Балаковăпа Караново ялĕсенче 300 пуçлăх икĕ ĕне ферми хăпартма палăртать. Пушкăртстанри инвестици комитечĕ çак программăна чи паха проектсен шутне кĕртме йышăннă. Вăл ял хуçалăх техникипе оборудованине туянма‚ ял хуçалăх хушшинче çĕнĕ автомобиль çулĕсем тума тăкакланă укçан пĕр пайне тавăрса пама шантарать.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#сельскоехозяйство
Читайте нас: