Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Августӑн 2020, 19:44

Пушар аппарачĕ ватă çын пурнăçне çăлса хăварнă

Туймазă районĕнчи Верхнетроицк ялĕнче пурăнакан 68 çулхи хĕрарăм хăй пурăнакан йывăç çуртра маларах пушар тухнине пĕлтерекен прибор лартса панăшăн хăтаруçăсене тав тăвать. Мĕншĕн тесен август уйăхĕн 14-мĕшĕнче çак аппарат унăн пурнăçне çăлса хăварнă.

Хĕрарăм духовкăна апат пĕçерме лартнă та хăй тепĕр пÿлĕме телвизор пăхма кайнă. Кăшт вăхăт иртсен пушар тухнине систерекен прибор сасси илтĕнсе кайнă.
«Ватă çын кухньăна чупса тухнă, малтан тĕтĕм шăршине туйнă, унтан çулăма асăрханă. Алă айне лекнĕ япаласем илсе сÿнтерме тытăннă, анчах та çулăма парăнтарайман. Хĕрарăм хăрушлăха сиссе пÿртрен тула тухма васканă»,- тесе пĕлтернĕ РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-службинче.
Йывăç çурт пурĕ те 10 минут çеç çуннă. «Хĕрлĕ автан» 40 тăваткал метр çинчи пурлăха тĕп тунă. Профессиллĕ хăтаруçăсем хăйсен ĕçне пĕлсе те çÿллĕ шайра пурнăçланине палăртмалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: