Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Августӑн 2020, 17:25

Куштау кĕрлет. Иккĕмĕш флешмоб та иртĕ

Пушкăрт сода компанине (ПСК) пулăшса иккĕмĕш флешмоб ирттерме палăртаççĕ. Çак мероприятие 15 пин çын хутшăнма пултарать тесе çирĕплетнĕ республикăри профсоюз организацийĕ.

Пушкăрт сода компанине (ПСК) пулăшса иккĕмĕш флешмоб ирттерме палăртаççĕ. Çак мероприятие 15 пин çын хутшăнма пултарать тесе çирĕплетнĕ республикăри профсоюз организацийĕ.
- Иккĕмĕш флешмоба ирттерессипе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Унта республикăн çурçĕр тата çурçĕ хĕвеланăçĕнчи районсенче пурăнакансем тата кикбоксерсемпе кĕрешÿçĕсем килмелле – пурĕ 15 пин çын,- тенĕ йĕркелекенсем.
Аса илтеретпĕр, август уйăхĕн 15-мĕшĕнче Куштау сăрт-ту çинче иртнĕ пĕрремĕш флешмоба 3 пин çын хутшăннă. Хирĕçлев акцине Пушкăртстанри профсоюзсем тата Раççейри хими промышленость сферинче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕ пуçарнă. Вĕсем çак ĕçе Çтерлĕпе Ишимбай хулисенчи хими промышленноçĕнче ĕçлекенсене (çав шутра ПСК ĕçченĕсене те), Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчи, Элшейпе Бурзян, Туймазăпа Гафури, Давлеканпа Кармаскалă, Мелузпа Чишма, Ишимбайпа Хайбулла районĕсенчи профсоюз хастарĕсене явăçтарнă. Çавăн пекех ПР Бокс федерцин пайташĕсем те пулнă.
Элшей районĕнчи профсоюз пĕрлĕхĕн представителĕсем каланă тăрăх, флешмоба элшейсем пурĕ 40 яхăн çын хутшăннă. Вĕсене пурне те Куштау тăрăхĕнче пулса ирткен лару-тăру канăç памасть.
- Эпир паянхи кун Куштау тавра мĕн пулса иртнине хамăр куçпа куратпăр. Эпĕ республика пуçлăхне Радий Хабирова ĕненетĕп, çав вăхăтрах ăна йывăр пулнине те ăнланатăп. Çак ыйтăва татса пама ăна çăмăл мар. Вăл, тепĕр çын пекех, çутçанталăкăн тата шихансен илемне те курса ăнланать. Анчах ун çине пысăк яваплăх тиеннĕ. Ку вăл - 9 пин çынна ĕçпе тивĕçтереси,- тесе пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне Элшей районĕнче пурăнакан Ильдус Мулюков.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: