Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Августӑн 2020, 15:05

«Ларгустпа» «Приора» çапăннă

Кĕçĕр çĕрле Кармаскалă районĕнче, Ĕпхÿ – Инзер – Белорецк автоçулăн 20-мĕш километрĕнче, пысăк авари пулса иртнĕ. Çул-йĕр çинчи пăтăрмаха пула пĕр çын вилнĕ, тепри аманнă. ПР Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, «Лада Ларгустпа» «Лада Приора» çапăннă. Пĕрремĕшĕн рулĕ умĕнче 37 çулхи арçын пулнă, тепринче - вăтăрти арçын.

Авари вăхăтĕнче «Приора» водителĕн чĕри вырăнтах тапма чарăннă, çак автомобиль çинчи 56 çулхи хĕрарăм-пассажир йывăр суранланнă.
Хальхи вăхăтра инкек мĕн сăлтава пула сиксе тухнине уçăмлатаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: